Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Орфоэпин калаҫу пӗлтерӗшӗ

Орфоэпин калаҫури пӗлтерешӗ пирки чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи А. Е. Горшков ҫапла ҫырать: «Орфоэпи правилисене ҫирӗп пӑхӑнса калаҫни пурнӑҫра мӗнле вырӑн йышӑнса тӑрать-ха? Сӑмахсене сасӑпа пусӑм тӗлӗшӗнчен еплерех калани (орам, урам, хӑнча е хӑҫан, автобус е автопус т. ыт. те) пирӗн шухӑша ним чухлӗ те пӑсмасть, ҫавӑнпа орфоэпи нормисене пӑхӑнса калаҫма кирлех-ши тейеҫ хӑшпӗрисем. Чӑнах та ӗнтӗ, орам та, урам та, автобус та, автопус та калас шухӑша ним чухлӗ те пӑсмаҫҫӗ. Анчах ҫакӑ вал орфоэпи ыйтӑвӗсене манӑҫа хӑвармаллине пӗлтермест, мӗншӗн тесен сӑмахсемпе грамматика формисене сасӑпа пусӑм тӗлӗшӗнчен тӗрӗс каласси — чӗлхе культурин пӗр енӗ, ҫынсене пӗр-пӗрин шухӑшне ҫӑмӑл та хӑвӑрт ӑнланма пулӑшакан мел.
Тӗслӗхрен, пӗр-пӗр артист хӑҫан, миҫе, вырӑс, ялав, кӑшкӑр, михӗ вырӑнне хӑнча, минче, вурӑс, ялаф, кӑҫкӑр, мыйх тесе калас пулсан спектакль куракансем содержание мар, ытларах артист сӑмахӗсене мӗнле формӑпа каланине тӑнлама пуҫлӗччӗс, ҫавна май спектаклен хӑшпӗр вырӑнесене анланмасӑр та юлнӑ пулӗччӗҫ. Акӑ мӗншӗн ентӗ эпир ҫырнӑ чухне орфографи правилисене пӑхӑнма тӑрӑшнӑ пекех, калаҫнӑ чухне те орфоэпи нормисене ҫавӑн пекех ҫирӗп тытса пыма кирлӗ».
Вуланӑ е калаҫнӑ чух ҫак сӑмахсенче пусӑма пӑсса калани час-часах тӗл пулать:

тӗрӗс мартӗрӗс
автобу́савто́бус
алфа́виталфави́т
а́мперампе́р
а́тласатла́с (пир-авӑр)
атла́са́тлас (географи атласе)
доку́ментдокуме́нт
кило́метркиломе́тр


Литература чӗлхинче сӑмахсен пуҫламӑш сыпӑкӗнчи о сасӑ вырӑнне у калама тата ҫырма йышӑннӑ: урам, пурнӑҫ, курак? ҫумӑр, тупрӑм, пурин те, вуннӑ т. ыт. те.
Япала ячӗсен нумайлӑ хисеп аффиксӗн орфографипе орфоэпи нормисем, вырӑнти калаҫура тӗл пулакан аффиксӑн -сам, -сӗм, -сен варианчӗсене литература чӗлхинче йышӑнман: лашасем (лашасам, лашасӗм, лашасен мар), вӑрмансем (вӑрмансам, вӑрмансӗм, вӑрмансен мар).
Вырӑнти калаҫусенче хӑшпӗр сӑмахпа сасса литература чӗлхинче йышаннинчен урӑхларах калаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, тури калаҫусенче ыв, ӗв, ывӑ, ӗвӗ, авӑ, вӑ, вӗ, ӑва, ӗве сасӑсен майлашӑвӗ кӗскелсе пӗр сасса (дифтонга) куҫать, тепӗр чух сӑмахран пачах тухса ӳкет. Шыв, ҫывӑр, кӑвар, хӗвел, сывла, авӑт, ҫавӑт сӑмахсене шу, ҫур, коар, хöел, сулля, ат, ҫат тесе калани йӑнӑш шутланать. Ун пек сӑмахсене мӗнле ҫыраҫҫӗ, ҫавӑн пек калаҫҫӗ. Кун пек тӗслӗхсем кирек мӗнле чӗлхере те йышла, чӑваш чӗлхинче те сахал мар.
Чӑваш чӗлхинче ҫакӑн пек тӗслӗхсем те пур тенӗччӗ маларах:
калаҫҫӗ (илтӗнет)ҫыраҫҫӗ
пилешшемпилешсем
ҫимӗҫҫемҫимӗҫсем
пурнӑҫҫемпурнаҫсем
тӑрӑшшатӑрӑшса
пӗлеппӗрпӗлетпӗр
ҫӗлеччӗҫӗлетчӗ
тасатаччӗҫтасататчӗҫ


Кун йышши сӑмахсенче сӑмах тӗпӗпе аффикс пӗрлешнӗ вырӑнта пулӑвӗ енӗпе пӗр евӗрлӗ сасӑсем (ш, с тата ҫ, т тата п, т тата ч) юнашар килсе тухаҫҫӗ, ҫавӑнпа та пуплевре вӗсем ирӗксӗрех пӗрпекленсе каяҫҫӗ. Ҫавна пула пуплев органӗсен (чӗлхе, тута) ӗҫӗ чылай ҫӑмӑлланать. Асӑннӑ теслӗхсенче пӗрпекленекен сасӑсене эпир уҫӑмлӑ, кашнине хӑйне уйрӑмлатса калама пултаратпӑр, анчах ун пек чух пуплев органесен ӗҫӗ кӑткӑсланнӑ пулӗччӗ. Чӗлхе хӑех ҫавӑн пек сасӑсене, сасӑсен майлашавӗсене каламалли ансат меслетсем шыраса тупать. Ҫавӑнпа та сӑмахсенче сасӑсем пӗрпекленнӗ тӗслӗхсене орфоэпи норми тесе шутлаҫҫӗ.


 
Категорисем: Орфоэпи
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-12-17 21:53:10 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4181 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем